Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Нарӑсӑн 2023, 18:00

82 çулхи хоккеистсем

Чи ҫамрӑк спортсменка 59 ҫулта, команда капитанĕ Валентина Павловна Федорова – 82 ҫулта.

82 çулхи хоккеистсем
82 çулхи хоккеистсем


Архангельск облаҫӗнчи Березник ялӗнчи пенсионеркӑсем "Устьяночка" хоккей команди йĕркеленĕ, унашкаллисем тӗнчере ҫук. Чи ҫамрӑк спортсменка 59 ҫулта, команда капитанĕ Валентина Павловна Федорова – 82 ҫулта.
Хоккеистка-асаннесенчен нумайӑшӗ занятисем пуҫланиччен коньки çине тăрса курман, халӗ вара экстремал хоббине пула пӗтӗм ҫӗршывӗпе чапа тухнӑ. Раҫҫейӗн хоккей енӗпе 12 хут чемпионка пулнă Мария Онолбаева "Устьяночкӑпа" тренировка ирттерет. Унпа эрнере икӗ хут хоккеисткӑсем спортзалта тата виҫӗ хут — пӑр ҫинче вӗренеҫҫӗ.
#нацпроекты #нацпроектобразование
#образованиевприоритете
#МЫВМЕСТЕ #Добро_журнал
https://vk.cc/clmovy.

82 çулхи хоккеистсем
82 çулхи хоккеистсем
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: