

#владимирпутин
Раҫҫей ют ҫӗршыв институчӗсенчен пӑхӑнса тӑма пултараймасть. Кун пирки юнкун, февралӗн 8-мӗшӗнче, РФ Президенчӗ Владимир Путин наукӑпа вӗренӳ канашӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Раҫҫей лидерӗ наукӑпа технологи аталанӑвӗн стратегине улшӑнусем кӗртме чӗнсе каланӑ. Вӑл документа 2016 ҫулта йышӑннӑ, анчах лару-тӑру улшӑннӑ.
Путин сывлӑх сыхлавӗн, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ комплексӑн, энергетикӑн, промышленноҫ отраслӗн, хӑрушсӑрлӑх сферин тата ҫӗршывӑн территори пӗрлӗхӗн ӗҫне тивӗҫтерме май паракан технологисемпе продукцисене пухма кирлине кӑтартса панă.
https://iz.ru/1467127/2023-02-08/putin-ukazal-na-neobkhodimost-nezavisimosti-ot-zarubezhnykh-tekhnologichnykh-razrabotok
Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Павел Быркин.