

Кашни кил хуҫи арӑмӗн шÿрпе - чӑваш яшкине хатӗрлемелли вӑрттӑнлӑхсем пур. Ситекри Культура çуртĕнче амӑшӗпе асламӑшӗсен вӑрттӑнлӑхӗсене каласа пама ҫавра сӗтел хушшине пухӑннă.
Шӳрпе — пӗҫернӗ чӑваш яшки. Йăлана кĕнĕ рецептпа вӑл субпродуктсенчен: чӗре, пӗвер, ӳпке, ҫавӑн пекех пуҫпа ураран, ытларах чухне — сурăх пырши-ăш-чиккинчен тăрать. Вӗсем ҫумне пуç сухан, пӑрӑҫ, специ тата тепӗр чухне ҫӗрулми е кӗрпе хушаҫҫӗ.
Шÿрпене темиҫе ӗмӗр каярах пысӑк праҫниксенче, уйрӑмах Петр кунӗ, июлӗн 12-мӗшӗнче, тӗп апат пулнӑ, - ун чухне така пиҫӗхтерме йышӑннӑ. Анчах чӑваш ялӗсенче халӗ те пысӑк кӗрекере шÿрпесĕр пурӑнма май ҫук.
#МалоСедякскийСДК
#ПозновательныйЧас
# Шÿрпе
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.