Аса илтеретпӗр, Пушкӑрт доброволецӗсем февралӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле Турцире ҫӗр чӗтренӗ хыҫҫӑн ишӗлчӗксем айӗнчен ҫынсене кӑларма пулӑшнă.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗпе Радий Хабировпа ҫӑлавҫӑ-доброволецсен тӗлпулӑвӗ Уфари Совет площадӗнче пулса иртнӗ. Регион ертӳҫи волонтерсене ӗҫленӗшӗн хӗрӳллӗн тав тунӑ.
– Сирӗн ӗҫ йывӑр пулнӑ, эсир ӑна чыслӑн пурнӑҫланă, - тенӗ республика Пуҫлӑхӗ.
Пушкӑрт доброволецӗсем ӗҫленĕ вӑхӑтра ултӑ ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ. Шел пулин те, ишӗлчӗксем айӗнчен 54 ҫын виллине туртса кӑларнӑ.
Пушкӑрт ЧС комитечӗн ҫӑлавҫи Денис Габдрахимов регион влаҫӗсем вӗҫсе кайма оперативлӑ пулӑшу панине палӑртнӑ. Вӑл республика ертӳҫине пур енчен те пулӑшнӑшӑн тав тунă.