Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
21 Нарӑсӑн 2023, 10:37

"Тӗлӗкре хама ҫамрӑк пек куратӑп"

Кӑҫал ҫуркунне Ольга Федотовна Леонтьева 98 ҫул тултарать.

"Тӗлӗкре хама ҫамрӑк пек куратӑп"
"Тӗлӗкре хама ҫамрӑк пек куратӑп"

Кӑҫал ҫуркунне 98 ҫул тултаратăп, эпӗ ҫаплах пурӑнатӑп-ха, хам тӗллӗн ҫӳретӗп тата ҫиетӗп. Хӑш чухне килти телефонпа тахҫанхи пӗлӗшсене шӑнкӑравлатӑп, вӗсем ҫулсеренех сахалланнăçем сахалланса пыраҫҫӗ. Вӗсем юлман та темелле. Хӑш чухне ыйхӑран вӑранса каятӑп та шухӑшлатӑп: "Чӗрӗ-ши эпӗ, ӑҫта пурӑнатӑп-ши?"Стенасем шурӑ, йӗри-тавра тап-таса. Райра тесе шутлатӑп. Сасӑ паратӑп та, ман юратнӑ кӗҫӗн хӗр килсе тухать. Вӑл тасалӑхпа йӗркене ҫав тери юратать.

Эпӗ тӗрлӗ тӗслӗ тӗлӗксем куракан ҫынсенчен пӗри, час-часах телевизорпа кинофильмсем курнӑ пек пăхатăп. Чи тĕлĕнмелли — вӗсенче эпӗ яланах ҫамрӑк. Час-часах эпӗ тӗлӗкре шурӑ халат тӑхӑннӑ ҫамрӑк ҫын пек хама куратӑп. Эпӗ медицина сестринче хӗрӗх ҫул ытла ӗҫлерӗм. Белебейри медицина училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вырӑс Алексеевкинче направленипе ӗҫлерĕм. Унтан район больницин куç кабинетӗнче пациентсене трахомӑран сыватнӑ ĕçре тăрăшрăм. Лаççырмӑпа Кандракуль ялӗсенче ӗҫлеме тиврӗ.

Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Пишплекре вырма ĕçĕсем вăхăтĕнче тырӑ вырнӑ чухне Мускав шоферӗсем колоннӑпа нумай ҫул хушши килнĕ самантсем час-часах ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен тӗлӗкре курăнаççĕ. Вӗсем пурте ҫӳллӗ те илемлӗччĕ, шӳт тума юрататчĕç. Рейса тухас умӗн эпӗ яланах столовӑйӗнче ирпе 7.00 сехетре вӗсен юн пусӑмне виҫеттӗм. Пирӗн Тельман ячĕллĕ колхоз водителӗсене руль умне ларма ирĕк параттăм. Шоферсем мана хисеплетчĕç. Нумайӑшӗ каҫпа спирт шĕвекĕ ӗҫнӗшӗн каҫару ыйтатчĕç, алă пусма ыйтатчĕç, анчах эпӗ яланах парӑнмастӑмччĕ, ҫавӑнпа та: "Рейса ярсан, мана вăрçаççĕ е тĕрмене лартаҫҫӗ, эсир аварие лекме пултаратăр", — теттӗм.

Районти "Сельхозтехникăра" ӗлӗк лайӑх медпункчӗ пулнӑ. Кашни кӗркуннепе ҫуркунне унта призывниксем валли сиплев пункчӗ пулса тӑнӑ. Эпӗ пулас салтаксене медицина енӗпе пӑхса тухаттӑм. Пурне те медицина учетне илнӗ, йывăрăшне тата тăршшĕне виҫнӗ. Ӗненетӗр-и, ҫук-и, пулас новобранецсене тырӑ миххисем виçмелли складри пысӑк тараса ҫинче виҫсе пӑхма тиветчĕ. Ун чухне пирӗн призывниксем ҫӳллӗ те патвар кĕлеткеллĕ каччӑсемчĕ. Вӗсем ҫине пӑхма та кӑмӑллӑччĕ! Пирӗн ҫар та тӗнчере чи вӑйли пулнӑ. Тӗлӗкре эпир паянхи кунччен пурте ҫамрӑк та илемлӗ.

Ольга ЛЕОНТЬЕВА,

ӗҫ ветеранӗ, Пишпÿлек ялĕ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир СМОЛОВ.

 

"Тӗлӗкре хама ҫамрӑк пек куратӑп"
"Тӗлӗкре хама ҫамрӑк пек куратӑп"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: