Çутă çул
-4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
22 Нарӑсӑн 2023, 09:12

ГИБДД инспекторĕпе тĕлпулу иртнĕ

   Калаҫу тӗллевӗ – ачасен ҫул-йӗрпе транспорт травматизмĕнчен асăрхаттарасси.

ГИБДД инспекторĕпе тĕлпулу иртнĕ
ГИБДД инспекторĕпе тĕлпулу иртнĕ

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулӗнче вӗренекенсем Пишпÿлек районӗнчи Раҫҫей МВД пайӗн патшалăх автоинспекторӗпе М.В. Вдовинпа тӗл пулнă.

Калаҫу тӗллевӗ – ачасен ҫул-йӗрпе транспорт травматизмĕнчен асăрхаттарасси.

Максим Владимирович пӗтӗм шкул ачисем умӗнче тухса каланă. Полици инспекторӗ шкул ачисене Пишпÿлек район территорийӗнче ачасем хутшӑннипе ДТП статистикипе паллаштарнă, ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсен тӗп сӑлтавӗсене палӑртнă.  Шел пулин те, ачасенчен нумайӑшӗ ҫуран ҫынсем пулса хӑйсен ҫулне кӗскетеҫҫӗ, иртен-ҫӳрен çул урлӑ каҫма ятарлӑ вырӑнсемпе усӑ курмаҫҫӗ, тротуар пур чухне те ҫул тӑрӑх утаҫҫӗ.

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче ГИБДД инспекторĕ вӗренекенсене ҫул ҫинче, ҫуран ҫулсенче тата общество транспорчӗсенче хӑйсене мӗнле тӗрӗс тытмалли ҫинчен, автотранспорт хатӗрӗсене тытса чармалли тата вӗсемпе усӑ курмалли ҫинчен каласа панă. Инспектор наушниксемпе музыка итлесе тата мобильлĕ телефонпа усӑ курма ҫул урлă иртсе кайнӑ чухне юраманнине палӑртнă. Кунсӑр пуҫне вӑл ҫул-йӗрпе транспорт травматизмне чакарма май парасса шаннӑ.

Тӗлпулу вӗҫӗнче полици инспекторӗ ачасене ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулма суннă.

 Ҫавӑн пек профилактика мероприятийӗсене ачасемпе калаҫнӑ май ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинчен шкул ачисене ытларах астутарас тӗллевпе туса ирттереҫҫӗ.

#бижбуляк2школа

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

ГИБДД инспекторĕпе тĕлпулу иртнĕ
ГИБДД инспекторĕпе тĕлпулу иртнĕ
ГИБДД инспекторĕпе тĕлпулу иртнĕ
ГИБДД инспекторĕпе тĕлпулу иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: