Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Нарӑсӑн 2023, 12:17

Районти чрезвычайлӑ лару-тӑру тата пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли комисси ларӑвӗ иртнӗ

Тĕплĕнрех - сайтра.

Районти чрезвычайлӑ лару-тӑру тата пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли комисси ларӑвӗ иртнӗ
Районти чрезвычайлӑ лару-тӑру тата пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли комисси ларӑвӗ иртнӗ

2023 ҫулхи февралӗн 20-мӗшӗнче Пишпÿлек район администрацийӗн чрезвычайлӑ лару-тӑру тата муниципалитет район администрацийӗн пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли комисси ларӑвӗ иртнӗ.
Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ, КЧС тата ОПБ председателӗ Артур Мухлисович Зарипов ертсе пынипе иртнӗ ларура Раҫҫей Федерацийӗн Пушара хирӗҫле режим правилисен требованийӗсене пӑхӑнмалли тата 2023 ҫулхи ҫурхи шыва хатӗрленмелли ыйтусене, ҫавӑн пекех ӗҫлеймен халӑха вӗрентес енӗпе ГЧС вӗренӳ- консультаци пункчӗсен ӗҫӗсем ҫинчен сӳтсе явмаллине кун йӗркине кӗртнӗ.
Комисси ӗҫне, администрацин чрезвычайлӑ лару-тӑру тата пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли комисси членӗсем, ял поселенийӗсен пуҫлӑхӗсемпе учрежденисен тата муниципалитет районӗнчи организацисен ертӳҫисем хутшӑннă.
Раҫҫей Федерацийӗн пушара хирӗҫле режим правилисене пӑхӑнмалли правилӑсем ҫинчен Пишпÿлек районӗнчи полигонӗсенче Раҫҫей МЧСĕн Республикăри Тӗп управленийӗн 16-мӗш пушарпа ҫӑлав отрячӗн начальникӗ Рустам Каримов сӑмах тухса каланӑ.
Район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов, кӑҫал юр сахал пулин те, ҫанталӑк ӑшӑтсан, юр ирĕле пуçласан хытӑ шиклентерме пултарнине шута илсе, пухӑннисене асӑрхаттарнă. Ҫавӑнпа ҫурхи шыва малтанах тата тӗплӗ хатӗрленмелле, çурхи шыв пуçланнине кирлӗ пек хатӗрленмесен катастрофӑллӑ та питӗ ҫивӗч пулма пултарать.
Уязы шывӗ ҫырантан тухса Азнай ялӗн темиҫе урамне путарма пултарасси уйрӑмах пӑшӑрхантарать. 2023 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗччен Азнай ялӗнче пурӑнакансене АСО пӗлтерӳ системине (автоматизациленӗ пӗлтерӳ системине) кӗртӗҫ. 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ЕДДС диспетчерĕ Уязы шывӗн шайне сасартӑк ӳстерсен Азнайра пурӑнакансене пӗлтерес тӗлӗшпе тренировкӑсем ирттерӗҫ.
Ҫавӑн пекех, шыв Дема шывӗ тӑрӑх та хăпарса, Аит, Биккул, Дема тата Йăлпăлактамак ял совечӗсен ялĕсенчи пурӑнмалли ҫурт-йӗрсем шыв айне пулма пултараççĕ.
КЧС тата ОПБ сӳтсе явакан ыйтусем тӑрӑх тивӗҫлӗ решенисем йышӑннӑ.
Ирек Ахмадуллин,
МП тата ГОЧС секторăн тĕп специалисчĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администраци социаллă сетьри страницинчен.

Районти чрезвычайлӑ лару-тӑру тата пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли комисси ларӑвӗ иртнӗ
Районти чрезвычайлӑ лару-тӑру тата пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли комисси ларӑвӗ иртнӗ
Районти чрезвычайлӑ лару-тӑру тата пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли комисси ларӑвӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: