Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
1 Мартӑн 2023, 19:26

БСТ тӳрӗ эфирӗнче Пушкӑртстанра газификаципе догазификаци программи мӗнле пурнӑҫланни ҫинчен каласа панӑ

Уфара ҫак темӑпа брифинг иртнӗ.

Газификаципе догазификаци программисем ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе "Уфа межрегионгаз Газпром" генеральнӑй директорĕ - "Уфа Газпром газораспределение" организацин управляющийӗ Альберт Лукманов каласа панă.
Газификаци программи маларах халӑх пурӑнакан пысӑках мар вырӑнсене газпа тивӗҫтерме май парать. Догазификаци - газификациленӗ халӑх пурӑнакан вырӑнсенчи ҫурт-йӗрсене ҫирӗплетесси. Газ граждансем тӳлемесӗр заявительсен ҫӗр лаптӑкӗсен чиккине ҫитет. Программӑна 2021 ҫултанпа пурнӑҫлама пуҫланӑ. Газификациленӗ халӑх пурӑнакан вырӑнсенче пурӑнакансем вӗсене меллӗ майпа заявкӑсем пама пултараҫҫӗ.
Альберт Лукманов паянхи куна 35 пин ытла заявка йышӑннине, газа 30 пин ҫуртӑн чиккине ҫитернине, 21 пин ҫемье газпа усӑ курнине палӑртнă. Республика догазификацийӗн программине пурӗ 1428 халӑх пурӑнакан вырӑн кӗнӗ, 2,7 пин ҫӗнӗ газораспределени тунӑ ӗнтӗ.
Лукманов хӑрушсӑрлӑх ҫинчен аса илтернӗ: газпа асӑрхануллӑ усӑ курмалла, ансат правилӑсемпе инструкцисене пӗлмелле. Ҫутҫанталӑк газӗн шӑршине туйтăр пулсан, чӳречесемпе алӑксене уҫмалла, электроприборсемпе усӑ курмалла мар, ҫутта сÿнтерме те, хускатма та юрамасть, пӳлӗмрен тухса 104 е 112 номерпе шӑнкӑравламалла.
Газ хӑрушсӑрлӑхӗнче иккӗмӗш кирлӗ самант газăн çунакан продукчĕ - сĕрĕм. Вӑл шӑршӑсӑр тата нумай инкек-синкек унпа ҫыхӑннӑ. Газ оборудованийӗ кӗртес умӗн туртӑма тӗрӗслӗр те уҫӑлтарма чӳречене уҫӑр.
Газ оборудованийӗсене техникӑпа тивӗҫтерессине кашни ҫул договор тунӑ специализациленӗ организаципе ирттермелле. Ҫулталӑкра виҫӗ хутчен дымоходсемпе вентиляци каналне тӗрӗслеме кирлӗ, ӑна ҫавӑн пекех хальхи нормативлӑ актсемпе пӑхса хӑварнӑ. Туртӑм ҫук чухне газпа усӑ курма пачах чараҫҫӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-03-01/v-pryamom-efire-bst-rasskazali-kak-v-bashkirii-realizuetsya-programma-gazifikatsii-i-dogazifikatsii-3161216

БСТ тӳрӗ эфирӗнче Пушкӑртстанра газификаципе догазификаци программи мӗнле пурнӑҫланни ҫинчен каласа панӑ
БСТ тӳрӗ эфирӗнче Пушкӑртстанра газификаципе догазификаци программи мӗнле пурнӑҫланни ҫинчен каласа панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: