Кашни ҫул мартӑн 1-мӗшӗнче Граждан оборонин кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. "Граждан оборони" мӗн вăл?
Граждан оборони - халӑха, пурлӑха тата культура хаклӑхӗсене Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗнче вӑрҫӑ ӗҫӗсене туса пынӑ чухне е ҫак ӗҫсене пула, ҫавӑн пекех ҫутҫанталӑкпа технологи характерӗ пуҫлансан пулакан хӑрушлӑхсенчен хӳтӗлеме тата хӳтӗлеме хатӗрленмелли мероприятисен тытӑмӗ.
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкула 68-мĕш пушарпа ҫӑлав пайӗн сотрудникӗсем Раҫҫей МЧС ПС ПСО ГПС ФПС 16 ҫитсе курнӑ. Часть начальникӗ С.М. Терентьев, ПЧ-68 начальникӗн ҫумӗ И.Б. Маликов тата Раҫҫей МЧС ПР районсен хушшинчи надзор ӗҫ-хӗлӗн тата профилактика енӗпе ӗҫлекен пай начальникӗн ҫумӗ А.Р. Динисламов вӗренекенсем умӗнче тухса каланӑ. Вĕсем граждан оборони кунӗ ҫинчен, пушар чаҫӗпе пушар сӳнтерекенсен ӗҫӗ ҫинчен каласа панă. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе шыв-шурсенче хӑрушсӑрлӑх енӗпе инструктаж тунă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.