Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
3 Мартӑн 2023, 15:00

Килти чи паллӑ питомецсен - кушаксен кунӗ тĕлне

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 1а класра вӗренекенсемшӗн "Пирӗн çăмлӑ туссем" сехет иртнӗ.

Килти чи паллӑ питомецсен - кушаксен кунӗ тĕлне
Килти чи паллӑ питомецсен - кушаксен кунӗ тĕлне

Ҫуркуннен малтанхи кунӗнче яланхи пек мар праҫник – кушаксен, килти чи паллӑ та йышлă питомецсен кунӗ пур. Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 1а класра вӗренекенсемшӗн "Пирӗн çăмлӑ туссем" сехет иртнӗ. Историе аса илсен, ачасем интереслӗ япаласем нумай пӗлнĕ: кушаксене мӗнле хӑнӑхтарнӑ, мӗнле йӑхсем пулаҫҫӗ, кушаксен йӑлисем мӗнле.
Мероприяти вӑхӑтӗнче ачасем "Котовасия" викторина ыйтӑвӗсем ҫине хуравланă, ҫавӑн пекех ачасем кушак ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесемпе, журналсемпе интересленсе паллашнӑ.
Мероприяти вĕçĕнче пухӑннисем пурте ҫак кун планета ҫинчи кушаксене ӑшӑ ҫурт, юратакан хуҫасем, сывлӑх тата вылянчӑк кӑмӑл-туйӑм суннă.
#бижбуляк2школа
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Килти чи паллӑ питомецсен - кушаксен кунӗ тĕлне
Килти чи паллӑ питомецсен - кушаксен кунӗ тĕлне
Килти чи паллӑ питомецсен - кушаксен кунӗ тĕлне
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: