

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче федерацин Ҫурҫӗр Кавказ округне кайса килнӗ, унта, сӑмахран, "Машук" пӗлӳ центрӗнче педагогпа наставник çулталӑкне уҫнӑ чаплӑ церемоние ҫитсе курнӑ. Кун ҫинчен пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Кремль пресс-служби пӗлтернĕ.
Палӑртнӑ тӑрӑх, Президент Чечня Республикинче, Сирире задачӑсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра, Донбаса хӳтӗлес енӗпе ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче Раҫҫей Геройӗсен ячӗсене илнӗ вĕренекенсен педагогĕсене патшалӑх наградисене панӑ. Ҫавӑн пекех пилот вӗренӳ программине хутшӑнакансемпе тӗл пулма палӑртнӑ.
Унсӑр пуҫне, Кремльте пӗлтернӗ тӑрӑх, Путин Ставрополь крайӗн губернаторӗпе Владимир Владимировпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернĕ.
https://iz.ru/1477144/2023-03-01/putin-2-marta-posetit-severnyi-kavkaz
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Илья Питалев.