Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Мартӑн 2023, 10:15

Пушкӑртстана Раҫҫей правительствин председателӗн заместителӗ Дмитрий Чернышенко ĕçпе килнĕ

Дмитрий Чернышенкăн программинче - Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗпе Радий Хабировпа тӗл пулни.

Пушкӑртстана Раҫҫей правительствин председателӗн заместителӗ Дмитрий Чернышенко ĕçпе килнĕ
Пушкӑртстана Раҫҫей правительствин председателӗн заместителӗ Дмитрий Чернышенко ĕçпе килнĕ

Пушкӑртстана мартӑн 3-мӗшӗнче ĕçпе Раҫҫей правительствин председателӗн заместителӗ Дмитрий Чернышенко килнĕ. Уфара вице-премьер Евразири наукӑпа вӗренӳ центрӗн ҫамрӑк ученӑйӗсемпе технологи предпринимателӗсемпе тӗл пулать, "Роснефть-УГНТУ" наукӑпа вӗренӳ центрне тата Уфари наукӑпа технологисен университечӗн "Пуласлӑх моторӗсем" наукӑпа вӗренӳ центрне ҫитсе курать.

Дмитрий Чернышенкăн программинче - Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗпе Радий Хабировпа тӗл пулни, Уфари ертсе пыракан аслӑ шкулсемпе пултарулӑх уҫлӑхӗсене, Республика управленийӗн центрне çитсе курасси, экономикӑн тӗрлӗ отраслӗ валли хальхи цифра йышӑнӑвӗсене презентацилени.

Ҫавӑн пекех ҫӗршыв правительствин председателӗн заместителӗ федераци округӗнчи кураторство институчӗн шайӗнче социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн тата проектсем пурнӑҫламалли ыйтусемпе канашлу ирттерет, тенӗ ПР Пуҫлӑхӗн сайтӗнче.

https://www.bashinform.ru/news/politics/2023-03-03/v-bashkiriyu-s-rabochim-vizitom-pribyl-zamestitel-predsedatelya-pravitelstva-rossii-dmitriy-chernyshenko-3163657

 

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн сайчӗ.

Пушкӑртстана Раҫҫей правительствин председателӗн заместителӗ Дмитрий Чернышенко ĕçпе килнĕ
Пушкӑртстана Раҫҫей правительствин председателӗн заместителӗ Дмитрий Чернышенко ĕçпе килнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: