Мобилизациленӗ тата вӗсен ҫемьисен членӗсене регионсенче вăйра тăракан социаллӑ пулӑшу мерисене илме ансатрах пулӗ. Ҫакӑн валли кирлӗ улшӑнусем правительство ҫирӗплетнӗ.
Халӗ Раҫҫей субъекчӗсен влаҫӗн социаллӑ пулӑшу мерисем паракан органӗсем мобилизаци факчӗ ҫинчен сведенисем автомат режимĕнче илме пултараҫҫӗ.
Ҫапла вара, регионти ҫӑмӑллӑхсемпе документсене тӳлемелли правӑна ҫирӗплетекенсене пама ҫынсен вӑхӑт сая ямалла мар. Социаллӑ пулӑшу мерисем илме ыйтса ҫырнӑ заявленисене патшалăх порталӗ урлӑ пама пултараҫҫӗ.
Ҫакӑ пулӑшу памалли сроксене кӗскетме тата вӗсене илмелли процедурӑна ансатлатма май парать.
Правительство председателӗ Михаил Мишустин йышӑннӑ решени ҫинчен мартăн 1-мӗшӗнче Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсене, ытти ҫарсене, ҫар формированийӗсене тата органӗсене мӗн кирлине тивӗҫтермелли Координаци канашӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
https://www.bashinform.ru/news/svo/2023-03-01/regiony-smogut-poluchat-svedeniya-o-fakte-mobilizatsii-v-avtomaticheskom-rezhime-3161935