+2 °С
Уҫҫӑнах
"Ир пулакан ҫуркунне" тематика эрнинче Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн вӑтам ушкӑнри ачасем, "Çулталӑк вӑхӑчӗ", "Хӗл е ҫуркунне" дидактика вӑййисем вылянӑ. Картинкӑсене пӑхкаланă. Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ, пиллӗк
Эпир сухан лартма хатӗр!
Харӑссӑн, хавассӑн ӗҫлерӗмӗр,
Шӑвартăмăр – ӳркенмерĕмĕр.
Тулта юр ирӗлмен-ха, пирвайхи симӗс курӑк тухиччен инçе, анчах та чӳрече янаххи ҫинчи ешӗл курӑка курма ҫав тери кӑмӑллӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.