Мартăн 4-мĕшĕнче Пăслăкри вăтам шкулта чӑн-чӑн "хӗрӳ" пулнӑ. "Ҫамрӑк гварди" активисчӗсем, учительсем, вӗренекенсем, кӑмӑллă ҫынсем шуҫ банкӑсем, гофрланӑ картон, парафин тата ӑвӑс пухнă та передовойри боецсем валли блиндаж ҫуртисем тума тытӑннă.
Ку чӑн-чӑн мастер-класс пулнă: шуҫ банкӑна гофрланӑ картон лартмалла, парафина ӑвӑспа пĕрле ирĕлтермелле, унтан шĕвеке банка тултармалла - хатӗрлев хатӗр. Блиндаж ҫурти - ҫутӑ ҫеҫ мар, ӑшӑ ҫӑлкуҫӗ те. Пӗр ҫурта блиндажри температурӑна виҫӗ градуса ӳстерет. Вут ҫинче шыв вӗретме, апат ӑшӑтма, атӑ-пушмак типӗтме пулать. Ҫар ҫыннисемшӗн ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче ку питӗ кирлӗ.
#СоциальнаяАктивность
#МыЗаРодину
#МыПатриотыРодины
#Бижбулякскийрайон
#Базлык
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен