Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
9 Мартӑн 2023, 18:39

Гуманитари миссийӗсем #МЫВМЕСТЕ: Пушкӑртстан волонтерĕсем Донбасра пурӑнакансене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ

Миссие хутшӑнас тесен добро.рф сайт ҫинче заявка памалла.

Гуманитари миссийӗсем #МЫВМЕСТЕ: Пушкӑртстан волонтерĕсем Донбасра пурӑнакансене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ
Гуманитари миссийӗсем #МЫВМЕСТЕ: Пушкӑртстан волонтерĕсем Донбасра пурӑнакансене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ

Росмолодёжь тата Волонтер центрӗсен ассоциацийӗ пӗрле волонтерсене #МЫВМЕСТЕ гуманитари миссийӗсене Донбасра хутшӑнма малалла тӑсаҫҫӗ.
Программӑна Донецк Халӑх Республикинче, Луганск Халӑх Республикинче, Запорожье облаҫӗнче, Херсон облаҫӗнче пурӑнакансене тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ организацисенче пулӑшма тата пулӑшу пама янӑ. Программӑна опытлӑ волонтер та, Раҫҫейри конкретлӑ професси специалисчĕ те хутшӑнма пултарать. Кашни гуманитари миссийӗ икӗ эрне тӑсӑлать. Март уйӑхӗнче медицина пулӑшӑвӗпе тата психологи пулӑшӑвӗпе ачасемпе ҫамрӑксене пулӑшас енӗпе мисси каять.

— Пирӗн пулӑшу Донбасри территорисемпе мирлӗ пурнӑҫа юсама кирлӗ. Хӑйсем мӗн пӗлнине, чунтанах пулӑшас, каласа парас текен ҫынсем волонтер пулса тӑраҫҫӗ. Программӑна хутшӑнма икӗ услови кирлĕ: Раҫҫей Федерацийӗн гражданстви тата 18 ҫултан кая мар ӳсӗм. Заявкӑна пӑхса тухнӑ чухне организаторсем волонтерсен опытне, конкретлӑ професси сферинче пӗлӗве ҫирӗплетнине, стажа шута илеҫҫӗ. Унтан кая мар кирлӗ ҫул - СВОна хутшăнакансене тата вӗсен ҫемйисене адреслă пулӑшу. Февраль уйӑхӗнче Ростов-на-Дону хулинче эпир #МЫВМЕСТЕ проектăн регионти штабсен ертӳҫисем вӗрентӗмӗр, унта ӗҫ механизмӗсене сӳтсе яврăмар. Республикӑри пур хуласемпе районсенче те волонтерсем консультацилекен, кил-ҫуртпа хуҫалӑха пулӑшакан муниципалитет штабӗсем ӗҫлеҫҫӗ, психологи, юридика пулӑшӑвӗ параҫҫӗ, - каласа панă Пушкӑрт Республикинчи ҫамрӑксен политикин председателӗ Яна Гайдук.

Миссие хутшӑнас тесен добро.рф сайт ҫинче заявка памалла, ун хыҫҫӑн волонтер центрӗсен, Раҫҫей Хӗрлӗ Хӗрес Ассоциацийӗн специалисчӗсем туса хатӗрленӗ ятарлӑ онлайн-курс, "Вырӑс Гуманитари Миссийӗ" АНО тата Пӗтӗм Раҫҫейри "Волонтер-медиксем" общество юхӑмӗн специалисчӗсем туса хатӗрленӗ курс иртмелле; ҫавӑн пекех тест тата уйрӑм калаҫу иртмелле. Суйлав витӗр тухнӑ волонтерсем договор тӑваҫҫӗ те штаб базинче куҫа-куҫӑн вӗренеҫҫӗ.
Гуманитари миссийӗсене ирттермелли территорире доброволецсене апат-ҫимӗҫпе, пурӑнмалли вырăнпа, униформӑпа тата хӳтлĕх хатӗрӗсемпе тивӗҫтереҫҫӗ.
Волонтерсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тесе ушкӑн специалистсемпе кураторсемпе, çавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗнчи партнер организацийӗсемпе ведомствисен представителӗсемпе пӗрле пырать. Гуманитари миссийӗсен волонтерӗсене страхланӑ. Инкек пулсан, миссие ирттермелли вырӑнта компенсаци тӳлевӗсене пӑхса хӑварнӑ.
Ҫӑлкуҫ: Пушкӑрт Республикин Правительствин порталӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Республикин Правительствин порталӗ.

Гуманитари миссийӗсем #МЫВМЕСТЕ: Пушкӑртстан волонтерĕсем Донбасра пурӑнакансене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ
Гуманитари миссийӗсем #МЫВМЕСТЕ: Пушкӑртстан волонтерĕсем Донбасра пурӑнакансене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: