Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
9 Мартӑн 2023, 11:58

Пушкӑртстанри ял территорийӗсене комплекслӑ аталантармалли патшалӑх программине пурнӑҫлама виҫӗ ҫул хушшинче 6,2 миллиард тенкӗ янӑ

2023 ҫулхи программӑпа задачӑсен итогӗсем ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе ПР вице-премьерĕ ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов пӗлтернӗ.

Премьер-министр Андрей Назаров ертсе пынипе иртнӗ Пушкӑртстан Правительствин ларӑвӗнче республикӑри ял территорийӗсене комплекслӑ аталантармалли Патшалӑх программине пурнӑҫланине пӑхса тухнӑ.

2020-2022 ҫулсемшӗн Патшалӑх Программине пӗтӗмӗшле укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ 6,2 миллиард тенкӗпе танлашнӑ, вӗсенчен федераци бюджечӗн укҫи-тенки 3,6 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Патшалӑх программин тӗп ҫул – йӗрӗсем пурӑнмалли ҫурт-йӗр, социаллӑ объектсем, ҫулсем, территорисене хӑтлӑх кӗртесси, - палӑртнă премьер-министр.

2023 ҫулхи программӑпа задачӑсен итогӗсем ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе ПР вице-премьерĕ ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов пӗлтернӗ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра пурӑнакансем ял территорийӗсене комплекслӑ аталантармалли программа ҫул-йӗрӗпе ҫӑмӑллӑхлӑ ял ипотеки пулса тӑнӑ. Полномочиллӗ банксем республикӑра виҫӗ ҫул хушшинче 6,5 пин кредит 13,7 миллиард тенкӗлӗх панӑ. Ильшат Фазрахманов ку Раҫҫейри чи лайӑх кӑтарту пулнине палӑртнă, ҫитменнине регион лидерстви пӗрремӗш ҫул ҫеҫ мар тытса тӑрать.

Унсӑр пуҫне республика "Ял халӑхне ӗҫпе тивӗҫтерме пулӑшасси" федераци проектне пурнӑҫланипе те малта пырать. Проект шайӗнче агропромышленноҫ комплексӗн предприятийӗсем ӗҫлекенсене вӗрентме тата производство практикине студентсем иртме тӑкаксене компенсацилеҫҫӗ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-03-08/za-tri-goda-na-realizatsiyu-gosprogrammy-kompleksnogo-razvitiya-selskih-territoriy-v-bashkortostane-napravili-6-2-mlrd-rubley-3169502

Пушкӑртстанри ял территорийӗсене комплекслӑ аталантармалли патшалӑх программине пурнӑҫлама виҫӗ ҫул хушшинче 6,2 миллиард тенкӗ янӑ
Пушкӑртстанри ял территорийӗсене комплекслӑ аталантармалли патшалӑх программине пурнӑҫлама виҫӗ ҫул хушшинче 6,2 миллиард тенкӗ янӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: