Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
9 Мартӑн 2023, 11:50

Радий Хабиров Благовещенск районӗнчи Ошмянка ялӗнчи 47 усрав ачаллă Шичинсен ҫемйи ҫинчен каласа панӑ

Минизахида Закиевнӑпа Владимир Ивановичпа пӗтӗм республика мухтанать!

Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, Минизахида Закиевна тата Владимир Иванович 37 ҫул пӗрле пурăнаççĕ. Вӗсен виҫӗ тӑван ача, пӗр усрава илнĕ хӗрача тата 47 усрав арҫын ачасемпе хӗрачасем.

Патронаж ҫемйинче пурте хӑйсен ӗҫне тӑваҫҫӗ. Ачасем кил-ҫурт, пахча, хуҫалӑхпа аппаланаҫҫӗ. Арçын ачасем ашшӗпе пӗрле утӑ, вутӑ хатӗрлеҫҫӗ, машинӑпа ҫӳреме вӗренеҫҫӗ. Хӗрачасемпе амӑшӗ ӗҫлет.

Ҫемьере театр кружокӗ тата икӗ ташӑ ансамблӗ ӗҫлет.  Ачасем пурте районти конкурссемпе фестивальсене хастар хутшăнаççĕ, спектакльсем лартаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ.

Шичинсен патронажлӑ çемйи хӑйсен ялӗн пурнӑҫне хастар хутшӑнать. Ача-пӑча площадки тума пулӑшнă тата мечет туса лартнă.

- Пурте тӑван пекех, - теҫҫӗ хӑйсен ачисем ҫинчен Загидӑпа Владимир Шичинсем.

Минизахида Закиевнӑпа Владимир Ивановичпа пӗтӗм республика мухтанать!

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-03-08/radiy-habirov-rasskazal-o-semie-shichinyh-iz-derevni-oshmyanka-blagoveschenskogo-rayona-3169580

Радий Хабиров Благовещенск районӗнчи Ошмянка ялӗнчи 47 усрав ачаллă Шичинсен ҫемйи ҫинчен каласа панӑ
Радий Хабиров Благовещенск районӗнчи Ошмянка ялӗнчи 47 усрав ачаллă Шичинсен ҫемйи ҫинчен каласа панӑ
Радий Хабиров Благовещенск районӗнчи Ошмянка ялӗнчи 47 усрав ачаллă Шичинсен ҫемйи ҫинчен каласа панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: