

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен правительствӑна ют ҫӗршыв компанийӗсем тухса кайнӑ хыҫҫӑн дефицит ан пултӑр тесе эмел туса кӑларакансене пулӑшу парасси ҫинчен калакан ыйтӑва тӗпчеме хушнӑ. Кун пирки пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Кремль сайчӗ ҫинче пичетлесе кӑларнӑ порученисен переченӗнче каланӑ.
РФ правительствин маларах асӑннӑ хушусене шута илсе туса хатӗрлекенсене патшалӑх пулӑшӑвӗн хушма мерисем ҫинчен, клиника тӗпчевӗсем ирттересси, производство тата компанисен эмел хатӗрӗсен рынокне илсе тухасси ҫинчен пӑхса тухмалла.
Хушнине пурнӑҫламалли тӗллев - РФ рынокӗнчен ют ҫӗршыв фармацевтика производителӗсем тухса каяс хӑрушлӑхсемпе ҫыхӑннӑ эмел дефицитне чарса лартасси е вӗсене туса ирттерекен тӗпчевсене чарса лартасси.
Хушнине пурнӑҫланӑшӑн РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустина яваплӑ пулма палӑртнӑ.
https://iz.ru/1479986/2023-03-07/putin-poruchil-izuchit-vopros-o-gospodderzhke-proizvoditelei-lekarstv
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Сергей Пятаков.