

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллӑ педагогĕ Л.А. Харисова сӑпайлӑх ҫинчен 5б, 6б, 7а классенче шкул ачисен кӑмӑл-сипет пахалӑхӗсене йӗркелес тата ытти ҫынсене хисеплес тӗллевпе калаҫу ирттернӗ. Ачасем "Сӑпайлӑх кунӗ" видеофильм пӑхнă, "çепӗҫ", "воспитани" сӑмах мӗне пӗлтерни ҫинчен калаҫнă, хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсене пӗрле йӗркелеме хӑтланса пӑхнă, "Халӑх ӑслӑлӑхӗн ҫÿпҫи" каларӑшсене аса илнĕ, "Ҫепӗҫ е ҫепӗҫ мар" вӑйӑ вылянă, асамлӑ чечек-семицветикран асӑнмалӑх канашсем вуланă. Мероприяти пӗр-пӗрне ыталаса, ырӑ сунса вӗҫленнĕ.
#навигаторыдетства #Росдетцентр #РДДМ #НавигаторыДетстваРБ.
#Бижбуляк2школа
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.