Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
14 Мартӑн 2023, 12:43

Пушкӑрт хӗрарӑмӗсене ӗҫ тупма тата профессире хӑйсене пурнӑҫлама пулӑшӗҫ

Ӗҫ шырама хӗрарӑм клубӗсем пулӑшу парĕç, вӗсем халӗ пӗтӗм республикипех ӗҫлӗҫ.

Пушкӑрт хӗрарӑмӗсене ӗҫ тупма тата профессире хӑйсене пурнӑҫлама пулӑшӗҫ
Пушкӑрт хӗрарӑмӗсене ӗҫ тупма тата профессире хӑйсене пурнӑҫлама пулӑшӗҫ

Пушкӑрт хӗрарӑмӗсене ӗҫ тупма тата профессире хӑйсене пурнӑҫлама пулӑшӗҫ. Ӗҫ шырама хӗрарӑм клубӗсем пулӑшу парĕç, вӗсем халӗ пӗтӗм республикипех ӗҫлӗҫ.

Республикӑри халӑха ӗҫпе тивӗҫтермелли центрсен специалисчӗсем "Единая Россия" парти представителӗсемпе пӗрле хӗрарӑмсен клубӗсен пӗрремӗш ларӑвӗсене ирттернӗ, пӗлтерет регион Ĕç министерствин пресс-служби. Унта хĕрарăмсен 300 ытла представителӗ хутшӑннӑ. Вӗсене республикӑри кирлӗ професси ҫинчен, вӗрентме, предприниматель ӗҫне йӗркелеме май пурри ҫинчен каласа панă. Унсӑр пуҫне резюме туса малалла пымалли, ӗҫ паракансемпе калаҫусем иртмелли, психологи напряженийӗсене ӳкерме вӗрентекен мастер-классем йӗркеленӗ.

Хӗрарӑмсен клубӗн шайӗнче пулас тӗлпулусене декрет отпускӗнчи хӗрарӑмсен, ҫул ҫитмен ачасене воспитани паракан амăшсен, аслӑ ҫулсенчи хӗрарӑмсен интересӗсене шута илсе ирттерӗҫ.

https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-03-13/v-bashkirii-zhenschinam-pomogut-nayti-rabotu-i-realizovat-sebya-v-professii-3175168

 

Пушкӑрт хӗрарӑмӗсене ӗҫ тупма тата профессире хӑйсене пурнӑҫлама пулӑшӗҫ
Пушкӑрт хӗрарӑмӗсене ӗҫ тупма тата профессире хӑйсене пурнӑҫлама пулӑшӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: