Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
14 Мартӑн 2023, 04:58

Путин спецопераци зонинче Чечня ҫыннисен ӗҫне палӑртнă

#владимирпутин

Путин спецопераци зонинче Чечня ҫыннисен ӗҫне палӑртнăПутин спецопераци зонинче Чечня ҫыннисен ӗҫне палӑртнă
Путин спецопераци зонинче Чечня ҫыннисен ӗҫне палӑртнă

#владимирпутин

Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путинпа тӗл пулнӑ май Чечня пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче Чеченя боецӗсен служби ҫинчен каласа панӑ.

Кадыров каланӑ тӑрӑх, Чечня Республикинчи боецсем ятарлă çар операци зонинче ӑнӑҫлӑ службӑра тӑраҫҫӗ, вӗсем ҫӗнтерӳ вӗҫне ҫитичченех ҫапӑҫма тӗллеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех регион ҫыннисем Донбаса хӳтӗлес енӗпе спецопераци ирттерес ӗҫе туллин пулӑшни тата унӑн тӗллевӗсемпе задачисене пурнӑҫлама кирли ҫинчен те каланӑ.

"Сирӗн каччӑсем зонӑра ҫапӑҫнине куратӑп. Чи лайӑх сӑмахсем калăр вӗсене", - тенӗ Путин.

Кадыров тӗл пулнӑ чухне тата республика тӗрлӗ сферӑра малта пыракан позицисене йышӑнса илнине палӑртса патшалӑх Пуҫлӑхне 2022 ҫулхи регион ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Чечня ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлакан патшалăх программӑсен шучӗпе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

https://iz.ru/1482442/2023-03-13/putin-otmetil-rabotu-zhitelei-chechni-v-zone-spetcoperatcii

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: РФ Президенчӗн официаллӑ сайчӗ.

Путин спецопераци зонинче Чечня ҫыннисен ӗҫне палӑртнă
Путин спецопераци зонинче Чечня ҫыннисен ӗҫне палӑртнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас