Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Мартӑн 2023, 12:44

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!

Тата тепӗр автомобиле Пишпÿлек районӗнчи ҫар служащийӗсене, СВОна хутшӑнакансене, яма палӑртнӑ.

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!
Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!

Тата тепӗр автомобиле Пишпÿлек районӗнчи ҫар служащийӗсене, СВОна хутшӑнакансене, яма палӑртнӑ. Кун ҫинчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллă ыйтăвĕсемпе тата кадрсемпе ĕçлекен ҫумӗ Алексей Данилов каласа панă.

"Манӑн отпуск вӗҫленчӗ, эпӗ хамӑн ӗҫе тытӑнатӑп.

Отпускӑн юлашки кунӗ ҫинчен каласа парас килет. Мартӑн 12-мӗшӗнче эпир Ихсанов Ринат Финатовичпа пысӑках мар "ҫулҫӳреве" кайса килтӗмӗр, УАЗ автомобиль илсе килтӗмӗр, вӑл техникӑна тӗплӗн пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн тата пулӑшу панӑ хыҫҫӑн пирӗн çар служащисен СВО зонинчи нушисене тивӗҫтерме каять.

Ринат нумай усă курман автомобиль тупнӑ, вӑл ҫӗнӗ водительшĕн нушаллă пулмалла мар. Шырав вӑхӑтӗнче мобилизациленӗ ачасемпе ҫыхӑннӑ, ку вӗсем мĕн ыйтни шăпах пулнӑ. Тавтапуҫ сана, Ринат Финатович, гражданла позицишӗн. Кашни ырӑ ӗҫ Раççее хӑйӗн тӗллевӗсене пурнӑҫлама ҫывӑхлатасса шанатӑп".

https://vk.com/officialbiz

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!
Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: