Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
16 Мартӑн 2023, 21:22

Патриотла воспитание - уйрӑм тимлӗх!

Эпир пурте хамӑр геройсемшӗн чӑннипех пăшăрханатпӑр вӗт, вӗсемпе мăнаçланатпӑр.

Патриотла воспитание - уйрӑм тимлӗх!
Патриотла воспитание - уйрӑм тимлӗх!

Ятарлă операцине хутшӑнакан салтак Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн "Радуга" шкул умӗнхи ушкӑнне ҫитсе курнӑ. Вӑл салтак служби ҫинчен, хӑйӗн çарти тивӗҫӗсем ҫинчен тата эпир кашниех пулӑшни мӗн тери кирлӗ пулни ҫинчен каласа панă. Пӗчӗк ачасен унран ыйтмаллисем нумай пулнӑ: вӗсем мĕн çини, мӗн чухлӗ вӑхӑт ҫывӑрни, мӗнле ҫарсенче службӑра тӑни, мӗнле вертолетсем вӗҫни интереслентернӗ. Вăл вара ачасене лайӑх вӗренме, спортпа туслашма, Тӑван Ҫӗршыва усӑ кӳме суннă.
Хамӑр ентешӗмӗре вӑхӑт тупса килнĕшĕн питӗ пысӑк тав тӑватпӑр, ӑна ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫлӑ служба тата ҫӗнтерӳпе хӑвӑртрах таврӑнма тата тӗлпулăва йĕркеленӗшӗн Ф.Р. Хасанов педагога сывлӑх сунатпӑр.
Ачасем чӑн-чӑн геройсем юнашар пурӑннине, паттӑрлӑх, хăраманлăх, Тӑван çӗршыва юратни -Раҫҫейри патриотпа чӑн-чӑн гражданин пахалӑхӗсем пулнине конкретлӑ тӗслӗхре курнă.
Тӗлпулу пурне те хумхантаракан, асра юлакан пулнă. Эпир пурте хамӑр геройсемшӗн чӑннипех пăшăрханатпӑр вӗт, вӗсемпе мăнаçланатпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.

 

Патриотла воспитание - уйрӑм тимлӗх!
Патриотла воспитание - уйрӑм тимлӗх!
Патриотла воспитание - уйрӑм тимлӗх!
Патриотла воспитание - уйрӑм тимлӗх!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: