

#владимирпутин
А.А. Кадыров ячĕллĕ полици спецполкӗн командирӗ Замид Халаев тата Грознӑйăн полици ППС полкӗн командирӗ Муса Ахматов РФ Президенчӗ Владимир Путин хушнипе килӗшӳллӗн Паттӑрлӑх орденӗсене тивӗҫнӗ. Кун ҫинчен юнкун, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чечня пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров пӗлтернӗ.
"Чечня Республикинчи право хуралӗн органӗсемпе Росгварди сотрудникӗсем Украинӑра тата ытти приоритетлӑ ҫул-йӗрсенче ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ чухне паттӑрлӑхпа хăюлăхӑн тивӗҫлӗ тӗслӗхне кӑтартаҫҫӗ", - тесе ҫырнӑ вӑл хӑйӗн Telegram-каналӗнче.
https://iz.ru/1483897/2023-03-16/putin-nagradil-ordenami-muzhestva-dvukh-chechenskikh-komandirov
Сӑнӳкерчӗкĕ: t.me/RKadyrov_95.