2023 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫейре 18 ҫула ҫитнӗ граждансемшĕн ҫурхи призыв кампанийӗ пуҫланать. Палӑртса хӑваратпӑр, ҫурхи йыхрав апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 15-мӗшӗччен тӑсӑлать.
Юлашки кунсенче Раҫҫей обществинче оборона министрӗ Сергей Шойгу генерал сӗннӗ ҫӗршыв гражданӗсен призывĕн срокӗсене сӳтсе яваҫҫӗ. Вӑл 18 ҫултан пуҫласа 21 ҫула ҫитиччен сроклă служба иртмелли ҫула ӳстерме сӗннӗ (ҫавӑн пекех 27 ҫултан пуҫласа 30 ҫула ҫитиччен). Саккун Патшалăх Думинче ӗнтӗ, темиҫе обязательнӑй вулав иртнӗ. Апла пулин те, ҫурхи призыва лекнӗ граждансемшĕн саккун норми ӗҫлемест.
Призывниксем пурте гражданин службӑна юрӑхлă (юрӑхсӑр) пулнине призыва йӗркелесе ирттерекен медицина комиссине тивӗҫлӗ йӗркепе иртеҫҫӗ.
Апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 15-мӗшӗччен военкомата ҫулӗсене кура пыракансем пурте пымалла. Паллах, хӑш-пӗр арҫынсемшӗн вӑхӑт пур. Срок ҫинчен компетентлă специалистсемпе уйрӑм статьяра каласа парӑпӑр.
https://buzdyaknews.ru/articles/obshchestvo/2023-03-20/vesenniy-prizyv-2023-3184381
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.