Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Мартӑн 2023, 13:12

Ача садӗнче ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене аса илнĕ

Ачасен çул-йĕр хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес тӗллевпе Йăлпăлакри "Теремок" ача садӗнче мероприяти ирттернĕ.

Ача садӗнче ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене аса илнĕ
Ача садӗнче ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене аса илнĕ

Ача садӗнче ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене вӗрентесси пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ шутланать, ҫавӑнпа та Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача садĕнче тӗрлӗ мероприяти яланах хастар ирттереççĕ. Ача садӗнче ача ҫул-йӗр юхӑмӗн элементарлӑ правилисене хӑнӑхать кӑна мар, ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхӑн чи кирлӗ правилисене вӗренет. Паян ҫул ҫинче пирӗн ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ – чи пирвайхи ыйту.

Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачĕн ӗҫӗн планӗпе килӗшӳллӗн 2023 ҫулхи мартра тата ачасен хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес тӗллевпе Йăлпăлакри "Теремок" ача садӗнче, "Урамра пӳлӗмре мар, ачасем, астӑвӑр!» мероприяти ирттернĕ.

Ачасене светофор сигналӗсем ҫинчен, малтанхи занятисенче вӗреннӗ ҫул паллисем пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен вӗрентесси тӗп тӗллев шутланать; ҫул-йӗр правилисене лайӑх йӗркелесси, ҫулсем ҫинче хӑрушсӑрлӑх йӗркисене йӗркелесси, ачасене транспорт хутлӑхне адаптацилесси.

Аслӑ шкулчченхи ушкăнри ачасен командисем пӗр-пӗрне пулӑшса тӗрлӗ заданисем пурнӑҫланӑ.

Ҫавӑн пек йӑпанусем ҫамрӑк ҫуран ҫынсене ҫул-йӗр правилисене ҫирӗплетсе пыма пулӑшаҫҫӗ, ҫул ҫинче яланах асӑрхануллӑ, сыхă пулмалла.

#minobrnauki_rb#yuidbashkortostan#яратамПДД#gibdd_r

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

Ача садӗнче ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене аса илнĕ
Ача садӗнче ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене аса илнĕ
Ача садӗнче ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене аса илнĕ
Ача садӗнче ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене аса илнĕ
Ача садӗнче ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене аса илнĕ
Ача садӗнче ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене аса илнĕ
Ача садӗнче ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене аса илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: