Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
24 Мартӑн 2023, 21:33

Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачĕ "Тимлӗр, ачасем!" акцие хутшăннă

Викторина пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ачасене Мухтав хучĕсемпе наградӑланӑ.

Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачĕ "Тимлӗр, ачасем!" акцие хутшăннă
Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачĕ "Тимлӗр, ачасем!" акцие хутшăннă

Ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗпе вӗрентӳ формисемпе меслечӗсене лайӑхлатас, шкулчченхи ача-пӑча учрежденийӗсен воспитанникӗсене харпӑр тата общество хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплӑ пулма вӗрентес тӗллевпе, ПДД кунĕнче "Тимлӗр, ачасем!" акци шайĕнче Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн мĕнпур ушкӑнӗсенче педагогсемпе ача-пӑча ҫул-йӗр правилисемпе мероприяти ирттернӗ.
Чи пĕчĕккисем тата кӗҫӗн ушкӑнри воспитанниксем дидактикӑпа хускануллă вăйăсем вылянă - "Автомобильсем килеҫҫӗ", "Чупакан светофор ", "Хĕрлĕ, сарӑ, симӗс". Туясемпе хаваслӑ музыкăллă физкультура минутне ирттернĕ.
"Колобок", "Непоседы" шкулчченхи аслă ушкăнсенче "ПДД пӗлекенсем" ҫул-йӗр правилисене малалла вĕренес тӗллевпе викторина ирттернӗ. Викторина пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ачасене Мухтав хучĕсемпе наградӑланӑ.
"Пчелки" ушкӑнри ачасем ҫул-йӗр правилисем тӑрӑх ӳкерчӗксем сӑрланă, юмахăн тупсӑмне тупнă.
Туса ирттернӗ мероприятисем хыҫҫӑн ачасем светофор сигналӗсемпе ҫул-йӗр правилисем ҫинчен ҫирӗп пӗлӳ илнĕ, ҫул-йӗрĕн кӑтартакан тата чаракан паллисене ҫирӗплетнĕ, ачасен урамра хӑйсене мӗнле тытмалли культури, ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнса пымалла пулни ӳснӗ.
#minobrnauki_rb, #yuidbashkortostan, #яратамПДД, #gibdd_rb
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

Автор:Марина Иванова
Читайте нас: