

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Мариуполе ҫӗнӗ регионсене мӗнле юсанине курма килни ҫинчен каласа панă.
"Юсав ӗҫӗсем мӗнле пынине, хушма мӗн тумаллине, приоритет пулнине Мариуполь тӗслӗхӗпе курма та вӑхӑт ӗнтӗ", - палӑртнӑ "Россия 1" телеканал эфирӗнче Президент.
Путин ҫакна палӑртнă: экран ҫинче е хут ҫинче информацие илесси пĕр япала, пачах урӑх ӗҫ — ху вырӑнта пулса пурне те курасси.
Раҫҫей лидерӗ федерацин медицинăпа биологи агентствин клиникине (ФМБА) тунӑ ҫӗрте пулнине тата "Невский" ҫӗнӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗр комплексӗнче пулнине аса илтернӗ. Путин каланӑ тӑрӑх, клиника — "пысӑк, хальхи, тĕплĕ объект", пурӑнмалли ҫурт-йӗр комплексӗ Мускаври е Петербургри лайӑх кварталсенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть.
https://iz.ru/1488801/2023-03-26/putin-nazval-tcel-svoego-vizita-v-mariupol
Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/РФ Президенчӗн пресс-служби.