Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Роспотребнадзор управленийӗ хӑрушӑ инфекцисене куҫарса ҫӳрекен сӑвӑссен активлӑ сезонӗ ҫитесси ҫинчен асӑрхаттарать. Пушкӑрт территорийӗ сăвăс вирус энцефаличӗпе чирлекен территории шутланать. Медицина учрежденийӗсене сăвăс ҫыртнипе ÿпкелешÿсемпе эпидсезона кашни ҫулах 10-ран пуҫласа 20 пин ҫын таран пыраççĕ.
2022 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх республикӑра сăвăс вирус энцефаличӗпе чирленӗ 28 тӗслӗхе регистрациленӗ, ҫав шутра 17 ҫулчченхи ачасем хушшинче çичĕ тӗслӗх. Чире 63 административлӑ территоринчен вуннăшĕнче палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.