Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Мартӑн 2023, 10:30

Пушкӑртстанра асфальт-бетон тăвакан заводсене хута яраҫҫӗ

– Кӑҫал юр ир ирӗлет. Пылчӑкпа ҫӳп-ҫапа хӑвӑрт тасатмалла, - палӑртнă Радий Хабиров.

Пушкӑртстанра асфальт-бетон тăвакан заводсене хута яраҫҫӗ
Пушкӑртстанра асфальт-бетон тăвакан заводсене хута яраҫҫӗ

Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Пушкӑртстанри ЦУРта республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи кашни эрнере оперативлӑ канашлура регион ҫулӗсем ҫинче тӗп юсав ирттермелли плансене пӑхса тухнӑ.

Пушкăрт Республикин транспорт министрӗ Александр Клебанов каланӑ тӑрӑх, 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен пуҫласа регионти тата муниципалитетсем хушшинчи пӗлтерӗшлӗ ҫулсен тӑрӑмне инспекцилес ӗҫ пырать, паянхи куна çул витӗмӗн 5,1 пин дефектне тупса палӑртнӑ.

Ведомство ертӳҫи "Башкиравтодор» юсама 312 пин тонна вак чул тата 5,8 пин тонна битум хатӗрлени ҫинчен пӗлтернӗ. Ӗнер Кармаскалăпа Стерлитамакри ДРСУ асфальт-бетон завочӗсене хута янӑ, ытти комплекссене апрель пуҫламӑшӗнчен пуҫласа ӗҫе яраҫҫӗ.

Регион пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫинчи путӑк юсавне ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пӗтерме палӑртаҫҫӗ. Республикӑри "Башкирские дворики" программа шайӗнче 206 картишӗнче 4,8 пин парк вырӑнӗ йӗркеленӗ 180 пин тӑваткал асфальт-бетон витӗме тĕп юсав туса ирттереҫҫӗ.

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ коммуналлӑ службӑсене мобилизацилеме хушнӑ.

– Кӑҫал юр ир ирӗлет. Пылчӑкпа ҫӳп-ҫапа хӑвӑрт тасатмалла, - палӑртнă Радий Хабиров.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-03-27/v-bashkortostane-zapuskayut-asfaltobetonnye-zavody-3193971

 

 

Пушкӑртстанра асфальт-бетон тăвакан заводсене хута яраҫҫӗ
Пушкӑртстанра асфальт-бетон тăвакан заводсене хута яраҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: