Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Мартӑн 2023, 10:26

Руль умне ÿсĕр ларассине - çук! Пушкӑртри ГИБДД пуҫлӑхӗ массӑллӑ рейдсен результачӗсем ҫинчен пӗлтернӗ

"112 ÿсĕр водитель тытса чарнӑ — Пушкӑртстанри патшалӑх автоинспекцийӗн канмалли кунсенчи профилактика мероприятийӗсенче.

Руль умне ÿсĕр ларассине - çук! Пушкӑртри ГИБДД пуҫлӑхӗ массӑллӑ рейдсен результачӗсем ҫинчен пӗлтернӗ
Руль умне ÿсĕр ларассине - çук! Пушкӑртри ГИБДД пуҫлӑхӗ массӑллӑ рейдсен результачӗсем ҫинчен пӗлтернӗ

Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи ГИБДД пуҫлӑхӗ Владимир Севастьянов хӑйӗн телеграм-каналĕнче иртнӗ канмалли кунсенче регионта массӑллӑ рейдсен результачӗсем ҫинчен пӗлтернӗ.

"112 ÿсĕр водитель тытса чарнӑ — Пушкӑртстанри патшалӑх автоинспекцийӗн канмалли кунсенчи профилактика мероприятийӗсен пӗтӗмлетӗвӗ. Пӗтӗмпе ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ пилӗк пин самантне тупса палӑртнӑ", - тесе пӗлтернӗ ведомство ертӳҫи.

Маларах "Башинформ" пуш уйӑхӗн 24-25-мӗшӗсенче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн сферинче административлӑ право йӗркисене пӑсмасса рейдсене ирттернӗ чухне Уфа ДПС полкӗн сотрудникӗсем 300 машинӑна яхӑн тӗрӗсленӗ тата ПДД требованийӗсене 41 хут пӑснине пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне, машинӑсен рулĕ умне ӳсӗрле ларнă тӑватӑ водителе тытса чарнӑ.

https://www.bashinform.ru/news/law/2023-03-27/pyanstvu-za-rulem-boy-glava-gibdd-po-bashkirii-soobschil-o-rezultatah-massovyh-reydov-3193078

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.

 

Руль умне ÿсĕр ларассине - çук! Пушкӑртри ГИБДД пуҫлӑхӗ массӑллӑ рейдсен результачӗсем ҫинчен пӗлтернӗ
Руль умне ÿсĕр ларассине - çук! Пушкӑртри ГИБДД пуҫлӑхӗ массӑллӑ рейдсен результачӗсем ҫинчен пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: