Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
29 Мартӑн 2023, 12:05

Информаци ушкӑнӗсем Пишпÿлек районӗнчи ял поселенийӗсенче пурӑнакан ҫынсемпе тӗл пулма пуҫланă

Тĕплĕнрех - сайтра.

Информаци ушкӑнӗсем Пишпÿлек районӗнчи ял поселенийӗсенче пурӑнакан ҫынсемпе тӗл пулма пуҫланă
Информаци ушкӑнӗсем Пишпÿлек районӗнчи ял поселенийӗсенче пурӑнакан ҫынсемпе тӗл пулма пуҫланă

2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче информаци ушкӑнӗсем Пишпÿлек районӗнчи ял поселенийӗсенче пурӑнакан ҫынсемпе тӗл пулма пуҫланă.

Информаци ушкӑнӗсен тухӑҫлӑхне граждансен ыйтăвĕсене татса парас ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерес, халӑха муниципалитет район администрацийӗн ӗҫӗ ҫинчен тулли информаци парас тата халӑх вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене шаннине ӳстерес тӗллевпе йӗркеленӗ.

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Демскипе Аит ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансемпе малтанхи тӗлпулусем пулса иртнĕ. Халӑх умӗнче ирӗклӗ темӑсемпе администраци пуҫлӑхӗн заместителӗсем, район администрацийӗн пайӗсен пуҫлӑхӗсем, Пишпÿлек районӗнчи Раҫҫей ОМВД, Пишпÿлек район тĕп больницин представителӗсем, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр ĕçченĕсем тухса каланă.

Ял ҫыннисен ыйтусем пама, влаҫ представителӗсене сӗнӳсем пама, вӗсем ҫине хуравсем илме май пур. Тӗплӗ сӳтсе явма тата тӗпчеме ыйтакан ыйтусене ӗҫе илеҫҫӗ. Апрелӗн 28-мӗшӗччен Пишпÿлек районӗнчи ялсем тӑрӑх информаци ушкӑнӗсем тухса çÿресси малалла тӑсӑлĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Информаци ушкӑнӗсем Пишпÿлек районӗнчи ял поселенийӗсенче пурӑнакан ҫынсемпе тӗл пулма пуҫланă
Информаци ушкӑнӗсем Пишпÿлек районӗнчи ял поселенийӗсенче пурӑнакан ҫынсемпе тӗл пулма пуҫланă
Информаци ушкӑнӗсем Пишпÿлек районӗнчи ял поселенийӗсенче пурӑнакан ҫынсемпе тӗл пулма пуҫланă
Информаци ушкӑнӗсем Пишпÿлек районӗнчи ял поселенийӗсенче пурӑнакан ҫынсемпе тӗл пулма пуҫланă
Информаци ушкӑнӗсем Пишпÿлек районӗнчи ял поселенийӗсенче пурӑнакан ҫынсемпе тӗл пулма пуҫланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: