"2022 ҫул пуҫламӑшӗнче пирӗн историре пулман ҫӗнӗ лару-тӑру йӗркеленчӗ. Пирӗн ҫине вӗҫӗ-хӗррисӗр санкци пусӑмӗ йӑтӑнса анчӗ. Эпир сирӗнпе ҫирӗп тытрӑмӑр, ҫӗнӗ ҫыхӑну тата логистика турӑмӑр. Раҫҫейĕн ҫӗнӗ регионĕсене пулӑшас, ятарлӑ ҫар операцийӗ, уйрӑм мобилизаци шайӗнче хамӑр ҫине хунӑ задачӑсене пӗрле татса патӑмӑр. СВОна хутшăнакан тата вӗсен ҫемйисене социаллӑ пулӑшу парассипе ĕçлерĕмĕр", - тенӗ паян Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хӑйӗн сӑмахӗнче. Кун ҫинчен "Башинформ" корреспонденчӗ событи пулнӑ вырӑнтан пӗлтерет.
"Пирӗн пӗрремӗш задача - экономикӑна тытса тӑрасси. Ку республика аталанӑвӗн, социаллӑ обязательствӑсене пурнӑҫланин никӗсӗ.
Промышленноҫ производствин индексӗ ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 102,7 процентпа танлашнӑ, ку ҫӗршыври вӑтам производствӑран ҫӳлерех. Икӗ ҫул хушши республика промышленноҫ политикине пурнӑҫлассин тухӑҫлӑхӗн рейтингӗнче регионсенчен чи лайӑх вырăн йышӑнать. Пирӗн аграрисем рекордлӑ — 5 млн тонна — тырӑ пухнӑ. Республика пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ярассипе историлле максимума — 3 млн тӑваткал метр тата пӗрремӗш теҫетке региона кӗнӗ", — тенӗ Радий Хабиров.
Республика тулашри экономика секторне аталантарассипе тимлӗ ӗҫленине палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ. 2022 ҫула пӗтӗмпех практикӑра ирттернӗ. Пирӗн хамӑрӑн йӑлана кӗнӗ тата ҫӗнӗ партнерсемпе пӗрле ӗҫлессине ҫирӗплетмелле.