Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
29 Мартӑн 2023, 12:13

Çăвăн пек çамрăксемпе ял хуçалăхăн малашлăхĕ пур

"16 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхи шкул ачисем" номинацире Антон республикӑри "АгроЮность-2023" конкурсра 1-мĕш вырӑн йышӑннӑ.

Çăвăн пек çамрăксемпе ял хуçалăхăн малашлăхĕ пур
Çăвăн пек çамрăксемпе ял хуçалăхăн малашлăхĕ пур

Хушăлка ялӗнчи талантлӑ Антон Григорьев, ялхуҫалӑх ĕçне лайӑх ӑнланаканскер, Пушкӑрт Республикин Правительствинчен "Агроклассен чи лайӑх вӗренекенӗ" ятлă диплом илнӗ.

Пушкӑрт Республикинчи агропромышленноҫ комплексӗн лайӑх имиджне йӗркелес тӗллевпе, Пушкӑрт Республикинчи Ял хуҫалӑх министерствин ял хуҫалӑх профессийӗсемпе пурнӑҫне хавхалантарас тӗллевпе январӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа мартăн 1 – мӗшӗччен "АгроЮность – 2023" наукӑпа техника тата инноваци пултарулӑхӗн конкурсӗ иртрӗ.

Конкурс Пушкӑрт Республикинчи ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенчи 13 ҫултан пуҫласа 18 ҫула ҫитичченхи ачасем хушшинче иртнӗ. Конкурс шкул ачисене проект ӗҫне явӑҫтарма, макетсем, модельсем тума пулӑшать. Агропромышленноҫ комплексӗн сферинче туса хатӗрленӗ проектсене шухӑшласа кӑларас, конструкцилес, модельлес тата ӗҫе кӗртес ӗҫе йӗркелет.

Кашни ҫулах асӑннӑ конкурса Пишпÿлек районӗнчи Хушăлка ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул хутшӑнать. Ку ҫулта ытти ҫулсенчен уйрӑлса тӑман. Хушăлкари вăтам шкулти 11-мĕш класра вӗренекен Антон Юрьевич Григорьев хӑйӗн сыр тӑвас проекчӗпе конкурса хутшӑннӑ. Наука ертӳҫи – Хушăлкари вăтам шкулти биологи учителӗ Надежда Евдокимовна Васильева.

Мартăн 21-мӗшӗнче Антон Григорьева Уфа хулине ("ВДНХ – ЭКСПО" курав комплексне) наградӑлама чӗннӗ. "16 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхи шкул ачисем" номинацире Антон республикӑри "АгроЮность-2023" конкурсра 1-мĕш вырӑн йышӑннӑ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

 

Çăвăн пек çамрăксемпе ял хуçалăхăн малашлăхĕ пур
Çăвăн пек çамрăксемпе ял хуçалăхăн малашлăхĕ пур
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: