+3 °С
Уҫҫӑнах
2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче районти организацисемпе предприятисен коллективӗсем пӗрлехи субботнике тухнӑ.
Хуҫалӑх инструменчӗсемпе, кӗреҫесемпе, кӗреплесемпе, михӗсемпе хӗҫпӑшалланнӑ çынсем тротуарсемпе газонсем ҫинчи ҫӳп-ҫапа тасатнӑ, юр юлашкисене сапаласа тӑкнӑ. Мероприяти активлӑ та позитивлӑ иртнӗ.
Район администрацийӗн ӗҫченӗсем субботнике хутшӑннӑ. Специалистсем район администрацийӗн ҫурчӗ тавра тата Ҫамрӑксен скверӗнчи территорие тасатнă. Ветерансен Канашӗн хастарӗсем Ленин палăкӗ патӗнчи ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.