Апрелӗн 2-мӗшӗнче палӑртакан аутизм проблемисем ҫинчен пӗтӗм тӗнчери информаци сармалли кун шайӗнче Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта «Çынсем ҫынсем пекех" вунăкунлăх иртнӗ.
Вунăкунлăх шайӗнче класс сехечӗсемпе информаци калаҫăвĕсем ирттернӗ: "Аутизм мӗн вӑл"; " Ачасем ыттисем пек мар"; "Эпир - толерантлӑхшӑн".
Ачасем "Кашнин тӗрлӗрен пулма право пур" ярӑмри видеофильмсемпе мультфильмсем пӑхнă.
Инклюзивлӑ вӗренӳ специалисчӗсем ашшӗ-амӑшӗсемпе сотрудниксем валли информациллĕ стенд тата буклетсем аутизмпа РАС проблеми ыйтӑвӗсем ҫинчен пӗтӗм тӗнчери информаци сармалли кун ҫинчен хатӗрленӗ.
И.Ф. Шарифуллина библиотекарь библиотекӑра "Ырлӑх кӗнекесенче пурӑнать!» кӗнеке куравĕ хатӗрленӗ.
Ҫавӑн пекех шкул педагогӗсем "Эсӗ пултаратӑн" РАС ачасене пулӑшма акци йӗркеленӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.