

#владимирпутин
Владимир Путин "Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлекенсем" ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшу паракан фондне туса хурасси ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ. Документа право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетленӗ.
Фонд учредителӗ РФ правительстви шутланать. Вӑл федераци бюджечӗн укҫи-тенкинчен, ирӗклӗ укҫа-тенкӗрен, ҫавӑн пекех ытти ҫӑлкуҫсенчен йӗркеленӗ. Фонд ҫапӑҫусен ветеранӗсене, вӗсен ҫемйисен членӗсене пулӑшу парӗ.
Сӑнав канашӗн председателӗ РФ Президенчӗн администрацийӗн пӗрремӗш ертӳҫи Сергей Кириенко пулнӑ. Унӑн йышне федераци министрӗсем, Патшалӑх Думин депутачӗсем, общество организацийӗсен представителӗсем кӗнĕ. Фонд попечительсен канашне ӗҫ министрӗ Антон Котяков ертсе пырать.
Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ фонд тӑвас пирки Владимир Путин Федераци Пухӑвне янӑ ҫырура пӗлтернӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.