Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Апрелӗн 2023, 10:37

Радий Хабиров субботниксен малтанхи итогӗсене пӗлтернӗ

Иртнĕ эрнере Пушкӑртра субботниксем пуҫланнӑ, официаллӑ старта апрелӗн 1-мӗшӗнче панӑ.

Радий Хабиров субботниксен малтанхи итогӗсене пӗлтернӗ
Радий Хабиров субботниксен малтанхи итогӗсене пӗлтернӗ

Иртнĕ эрнере Пушкӑртра субботниксем пуҫланнӑ, официаллӑ старта апрелӗн 1-мӗшӗнче панӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров соцсетьсенче пӗлтернӗ тӑрӑх, юр кайса пӗтнӗ нумай муниципалитетсенче маларах пуҫтарма тытӑннӑ - юра ҫемҫетнӗ, пӗлтӗрхи ҫулҫӑсене пуҫтарнӑ, туратсене касса татнӑ, урамсене пылчӑкран тасатнӑ.

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ субботниксен малтанхи итогӗсене йӗркеленӗ:

- 19 100 кубометр юр тата 4 500 тонна ҫӳп-ҫап турттарса тухнӑ;

- 10 790 тăв. м площадьре тирпей кĕртнĕ;

- 73 712 ҫын тата 1513 техника субботниксене хутшӑннӑ.

Радий Хабиров тирпей-илем кӗртес ӗҫе хутшӑнакансене пурне те тав тунӑ. Вӑл Пушкӑртра ҫитес вӑхӑтра тата темиҫе субботник иртессине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех апрелӗн 29-мӗшпе майӑн 13-мӗшӗнче ҫуллен "Ешĕл Пушкӑртстан" акци пулать. Ҫак кунсенче республикӑра 24 пин ытла йывӑҫ лартĕҫ, 48 ҫӗнӗ тематика аллейи йӗркелĕç.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-04-02/radiy-habirov-ozvuchil-pervye-itogi-startovavshih-subbotnikov-3201181

 

 

Радий Хабиров субботниксен малтанхи итогӗсене пӗлтернӗ
Радий Хабиров субботниксен малтанхи итогӗсене пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: