

"Авангард" вӗренӳпе методика центрӗ Раҫҫей геройӗ Максим Серафимов ячӗллĕ "Патриот" паркра Пишпӳлек районӗнчи 10-мĕш класри яш-кӗрӗмсене йышӑнать. 2023 ҫулхи апрелӗн 2-мӗшӗнче ачасем шкул программипе килӗшӳллӗн вӗренӳ пухӑвӗсене ирттерме кайнă. Ачасене Пишпÿлекри Тĕп площадьре савӑнӑҫлӑ ӑсатнă. Ачасем умĕнче Пишпÿлек районӗнчи ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин, Пишпÿлек район администрацин ӗҫӗсен управляющийӗ Алексей Макаров тата вӗренӳ пайӗн начальникӗ Изольда Родичкина сăмах тухса каланă. Ачасене эрне хушшинче интереслӗ программа кӗтет. "Авангард" центрта вӗсем валли чӑн-чӑн ҫар пурнӑҫӗпе танлашакан программа хатӗрленӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.