Ачасене ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑх правилисене вӗрентесси шкулчченхи вӗренӗвӗн пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсенчен пӗри пулса тӑрать. Ҫавӑнпа та ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнасси ҫинчен калакан представленисене йӗркелес тӗлӗшпе ачасемпе кулленхи ӗҫ кирлӗ. Ачана тӗрлӗ лару-тӑрура инкек-синкекрен сыхлас тесе, ăна хӑйне хӑрушсӑр тыткалама вӗрентмелле. Ҫак тӗллевпе Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн шкул умӗнхи ушкӑнĕсенче "Çул-йӗр правилисене пӗр тӑхтаса тӑмасӑр пурнӑҫла" калаҫу иртнӗ, ăна ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх правилисене халалланӑ.
Ҫул паллисем тӑрӑх пӗлӗве ҫирӗплетме ачасем валли "Эпир урампа пыратпӑр!» тӗллевлӗ экскурси йӗркеленӗ. Ачасем Ача-пăча творчество центрӗ таврари ҫул паллисене пăхса тухнă. Иртен-ҫӳрен çул пайӗн паллисем мӗн тери нумай иккен.
Ачасем ҫул паллисем питӗ нумай, вӗсене пӗлмелле, водительсен те, ҫуран ҫӳрекенсен те тимлӗ пулмалла, тесе пĕтĕмлетÿ тунă.
#minobrnauki_rb, #yuidbashkortostan, #яратамПДД, #gibdd_rb , #ЮИД50лет, #ЮИДнаучит
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.