Мана Чернова Дарья тесе чӗнеҫҫӗ, эпӗ Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 4 класра вӗренетӗп. Унта ӑслӑ, ырӑ, чи опытлӑ учительсем ӗҫлеҫҫӗ.
Эпӗ хамӑн юратнӑ асанне Надежда Александровна Чернова ҫинчен каласа парасшӑн. Вӑл Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкултан вӗренсе тухнӑ, халĕ вăл тӑван шкулĕнче вӑтӑр ҫул ытла учительте ӗҫлет ĕнтĕ. 30 ҫул хушшинче асанне кашни кун уроксене, класс мероприятийӗсене хатӗрленет. Вӗренекенсем ман асаннене юратаҫҫӗ. Вӑл вӗсемшӗн тӗслӗх вӗт, иккӗмӗш анне пекех.
Тепӗр чухне эпӗ ун патне переменӑра кӗрсе тухатӑп. Хӑш чухне питӗ йывӑр пулсан та, вӑл яланах кулать. Манӑн асанне ӑслӑ, ачаш, унӑн чӗри пысӑк та ырӑ. Шкулта уроксенче мӗн те пулин ӑнланмастӑп пулсан, мана килте лӑпкӑ та ӑнланмалла каласа парать. Вӗренекенсенчен нумайӑшӗ тахҫанах шкултан вӗренсе тухнӑ. Вӗсем хӑйсен пӗрремӗш учительницине манмаҫҫӗ, ӑна уявсемпе саламлаҫҫӗ. Асанне йӗркене юратать. Вӑл яланах: "Йӗрке вӑхӑта перекетлет", - тет. Манӑн та ун пек пулас килет. Мана шкулла выляма килӗшет, тен, эпӗ те асанне пекех учитель пулӑп. Ман асанне лайӑх кил хуҫи, унӑн сӗтелӗ ҫинче яланах тутлӑ икерчӗ, кукӑль. Вӑл чуста апачĕсем, варени пӗҫерме юратать, мана та ҫавна вӗрентет. Ҫулла унӑн сад пахчинче илемлӗ чечексем ӳсеҫҫӗ. Эпӗ Надя асаннене питӗ юрататӑп. Мӗншӗн тесен вӑл ырӑ, ӑшӑ кӑмӑллӑ, ҫутӑ ҫын. Тата илемлӗ те хальхилле. Эпӗ пӗлетӗп, асаннепе нихҫан та кичем пулмасть!
Дарья ЧЕРНОВА,
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 4 "б" класра вӗренекен.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Черновсен ҫемье архивӗнчен.