Çутă çул
+15 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Студентсем Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунне хутшăннă Наркотиксем туяннӑшӑн тата упранӑшӑн тăватă ҫул колоние янă"Аэрофлот" пуҫлӑхӗ Путина пассажирсене турттарассине ӳстерни ҫинчен пӗлтернĕ "Улыбка" ача сачĕн воспитанникĕсем музейре пулнăУфа пенсионерки ултавҫӑсене палласа илнӗ те 1,5 млн тенке ҫӑлса хӑварнӑПушкӑртстанри Благовещенскинче ача-пӑча поликлиники тӑваҫҫӗПишпÿлекри "Улыбка" ача садӗнче "Сывлӑх кунне" паллӑ тунă «СВОя семейная гостиная» клубра 800 ытла тӗлпулу иртнӗПушкӑрт Республикинчи Асӑну тата хисеп кунӗВ Башкирии работает телефон доверия полицииШкольники и студенты представят свои изобретения в Межвузовском кампусеСывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗ
Пур хыпар та
10
Общество
7 Апрелӗн 2023, 15:59

Андрей Назаров: Пӗлтерӗшлӗ тӗллев — Пушкӑрт Республикине паллӑ тата туристсемшӗн илӗртӳллӗ регион туса хурасси

Пушкӑрт Республикин Правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров туризм сферине аталантармалли ыйтусене тимлӗх уйӑрнине палӑртнӑ.

Андрей Назаров: Пӗлтерӗшлӗ тӗллев — Пушкӑрт Республикине паллӑ тата туристсемшӗн илӗртӳллӗ регион туса хурасси
Андрей Назаров: Пӗлтерӗшлӗ тӗллев — Пушкӑрт Республикине паллӑ тата туристсемшӗн илӗртӳллӗ регион туса хурасси

2022 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Пушкӑртстан — федерацин Атӑлҫи округӗнче туризм сферинчи кӑтартусем енӗпе малта пыракансенчен пӗри. Республика туризм юхӑмӗн кӑтартăвĕсемпе, коллективлӑ хатӗрсенче вырнаҫтарнӑ ҫынсен шучӗпе, туризм сферинче панӑ тӳлев пулӑшу ӗҫӗсен калӑпӑшӗпе, курортсем кирлӗ пулнипе пӗрремӗш виҫĕ лидер хушшинче.
Правительство сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑрт Республикин Правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров туризм сферине аталантармалли ыйтусене тимлӗх уйӑрнине палӑртнӑ. Турист отраслӗнче 300 инвестици проекчӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗпе 30 миллиард ытла инвестици проекчӗ йӗркеленет. Ҫавна пула пӗлтӗр Пушкӑртстанра 2 млн ҫын пулса курнă. Туризм сферинче тӳлев пулӑшу ӗҫӗсен калӑпӑшӗ 25% ӳснӗ тата 13,5 миллиард тенке ҫитнӗ.
2022 ҫулта туризма аталантармалли патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗтӗмӗшле сумми 464,4 млн тенкӗпе танлашнӑ, ҫав шутра "Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" наци проектне пурнӑҫлама 77,7 млн тенкӗ уйӑрнӑ.
Нацпроект шайӗнче шкул туризмӗн программине пурнӑҫланӑ, ҫавна пула 5-9-мĕш классенчи 11 пин ытла шкул ачи тӑван тавралăх тӑрӑх ҫул ҫӳреме тата унӑн паллӑ вырӑнӗсемпе паллашма пултарнӑ.
2023 ҫулта ҫавӑн пекех индустри туризмӗпе йӑпану сферинчи стандартсем требованийӗсемпе килӗшӳллӗн номер фондне ӳстерес тата сӗнекен пулӑшу ӗҫӗсене лайӑхлатас енӗпе ӗҫ малалла тӑсӑлӗ. Регионӑн сӑрт-ту центрӗсем тӗрлӗ кӑткӑс трассӑсене уҫма палӑртаҫҫӗ.
https://oktyabrmiyaki.ru/articles/obshchestvo/2023-04-07/andrey-nazarov-vazhnaya-zadacha-sdelat-respubliku-bashkortostan-uznavaemym-populyarnym-i-prityagatelnym-dlya-turistov-regionom-3210008

 

Андрей Назаров: Пӗлтерӗшлӗ тӗллев — Пушкӑрт Республикине паллӑ тата туристсемшӗн илӗртӳллӗ регион туса хурасси
Андрей Назаров: Пӗлтерӗшлӗ тӗллев — Пушкӑрт Республикине паллӑ тата туристсемшӗн илӗртӳллӗ регион туса хурасси
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: