Çутă çул
+15 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Общество
7 Апрелӗн 2023, 21:07

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн мӑнаҫлӑхӗ

Тĕплĕнрех - сайтра.

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн мӑнаҫлӑхӗ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн мӑнаҫлӑхӗ

50 ҫул каялла, апрелӗн 3-мӗшӗнче, Николаевсен ҫемйинче ывӑл -Игорь ҫуралнӑ. Шӑпах вӑл пирӗншӗн паттӑрлӑхпа хăюлӑх, ҫирӗплӗхпе паттӑрлӑх тӗслӗхӗ пулса тӑнă. Кашни ҫулах Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта паллӑ вӗренсе тухакана халалланӑ чаплӑ мероприятисем иртеҫҫӗ.

Ачасем умне тӗлпулу хӑнисем тухса тӑнă: администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем тĕлĕшпе ĕçлекен ҫумӗ Алексей Александрович Данилов, Игорь Николаевăн амӑшӗ Зинаида Николаевна, шкул директорӗ Сергей Петрович Федотов, шкул музейӗн заведующийӗ Елена Ивановна Андреева, районти музей пӗрлешӗвӗн директорӗ Роза Гамзатовна Иванова, офицерпа пӗр класра вӗренекенсем тата шкул вӗренекенӗсем.

Асран кайми тӗлпулӑва шкул ачисен юррисем илемлетнĕ. Паллах, Игорь Николаев ӗмӗрлӗхех ҫамрӑк юлнӑ "Ан пер" юрра видео тӑрӑх янӑранă, 23 ҫулта тӑшман пульли унӑн чӗрине тапма чарнă. Анчах Игорь Николаевӑн паттӑр пурнӑҫӗшӗн ентешсен юратӑвӗ, мӑнаҫлӑхӗ юлнӑ!

Пирӗн ҫине Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен ҫамрӑк офицер сӑнӳкерчӗксем ҫинчен пӑхать, пире Украинӑра хамăр Ҫӗнтерӗве шанма хавхалантарать, унта халӗ асӑннӑ шкултан  вӗренсе тухнă 13 çын палӑртнӑ çар задачи­­­­сене пурнӑҫлаҫҫӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн мӑнаҫлӑхӗ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн мӑнаҫлӑхӗ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн мӑнаҫлӑхӗ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн мӑнаҫлӑхӗ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн мӑнаҫлӑхӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: