

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ĕç вырӑнӗсене йĕркелени демографие лайӑхлатмалли тӗп меслет тенĕ. Кун пирки вӑл апрелӗн 10-мӗшӗнче Приморье крайĕн губернаторĕпе Олег Кожемякопа тӗл пулнӑ чухне каланă.
"Чи тӗп меслет — ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса хурасси тата экономикӑна аталантарасси, инвестици проекчӗсене аталантарасси", - хуравланă Президент регионти пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас енӗпе кӑтартусем çинчен Кожемяко тунă доклада хуравласа.
Край губернаторӗ те ӗҫ вырӑнӗсем туса хурасси — ача ҫураласлӑха хавхалантармалли чи тухӑҫлӑ меслет пулнине палӑртнӑ. Вӑл регионта пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас енӗпе лайӑх кӑтартусем пуррине палӑртнă.
Ҫавӑн пекех тӗлпулура Президент регион социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсемпе питӗ лайӑх е вӑтам кӑтартусем кӑтартнине палӑртнӑ. Территори, пӗтӗм ҫӗршыв пекех, паян уйрӑм условисенче пурӑннине палӑртнă вӑл, "регион ертӳҫи енчен те, ӗҫченсем енчен те, федераци центрӗ енчен те уйрӑмах тимлӗх ыйтакан ыйтусем пур".
https://iz.ru/1496084/2023-04-10/putin-nazval-sozdanie-rabochikh-mest-osnovnym-sposobom-uluchsheniia-demografii
Сӑнӳкерчӗкĕ:Новости РИА/Михаил Климентьев.