Республика лару-тӑрӑвӗн центрӗнче юлашки вӑхӑтра ҫар контракчӗсем ҫине алӑ пусассипе ҫыхӑннӑ 800 ытла шӑнкӑрав килни ҫинчен каласа панă.
Ытларах явӑҫакансем служба условийӗсемпе, сывлӑхпа, ҫар служащийӗсене патшалӑх пулӑшу паракан майсемпе интересленеҫҫӗ. Шӑнкӑравлакансенчен нумайӑшӗ ҫапӑҫу опычӗ пуррине палӑртаççĕ.
Шӑнкӑравлакансемпе калаҫнӑ май Пушкӑрт ҫыннисем хӑйсен ентешӗсемпе пӗрле служит тӑвасшӑн пулнине палӑртаççĕ. Пушкӑрт ҫар формированийӗсен республикӑпа шанчӑклӑ ҫыхӑну пурри вӗсемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ.
Аса илтеретпӗр, Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хӑй патне республикӑн мотострелковӑй полкӗ тума пуҫарупа доброволецсен формированисен представителӗсем килни ҫинчен пӗлтернӗ. Республика ертӳҫи пуҫарӑва пулӑшу парассине палӑртнӑ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-04-11/s-kakimi-voprosami-v-bashkirii-obraschayutsya-buduschie-kontraktniki-svo-3216007
Сăнÿкерчĕкĕ: Эдуард Кускарбеков.