Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Апрелӗн 2023, 22:25

Пушкӑртра ҫар службине контрактпа пухмалли пунктсен шучӗ 72 çити ӳснӗ

Ҫар служащийӗсене контракт службине пухас тӗлӗшпе мобильлӗ агитпунктсем пӗтӗм Пушкӑртстан тӑрӑх ӗҫлеҫҫӗ.

Пушкӑртра ҫар службине контрактпа пухмалли пунктсен шучӗ 72 çити ӳснӗ
Пушкӑртра ҫар службине контрактпа пухмалли пунктсен шучӗ 72 çити ӳснӗ

Ҫар служащийӗсене контракт службине пухас тӗлӗшпе мобильлӗ агитпунктсем пӗтӗм Пушкӑртстан тӑрӑх ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем 72 ӗнтӗ. Вӗсене обществӑлла вырӑнсенче, ҫав шутра МФЦра та, сарнӑ.

Тӗслӗхрен, Стерлитамак районӗнче ҫак пунктсене 150 ытла ҫын хутшӑннӑ. Пур ыйтупа та консультаци военкоматсемпе волонтер специалисчӗсем параҫҫӗ.

Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене Госуслугинче те ҫырӑнма пулать. Унта ӑна валли ятарласа уйӑрнӑ.

Контрактниксем 180 пин тенкӗ шалу илеҫҫӗ, ҫавӑн пекех ҫар ҫыннисемпе вӗсен ҫемйисем валли пӑхса хӑварнӑ социаллӑ ҫӑмӑллӑхсемпе привилегисем пур. Пӗлтерӗшлӗ: паян служит туман, аслӑ е вӑтам професси пӗлӗвӗ илнӗ арҫынсем контрактниксем пулма пултараҫҫӗ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-04-13/v-bashkirii-kolichestvo-punktov-nabora-na-voennuyu-sluzhbu-po-kontraktu-uvelichilos-do-72-3219055

 

Пушкӑртра ҫар службине контрактпа пухмалли пунктсен шучӗ 72 çити ӳснӗ
Пушкӑртра ҫар службине контрактпа пухмалли пунктсен шучӗ 72 çити ӳснӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: