Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
13 Апрелӗн 2023, 22:11

Пушкӑртра "Тӑван çӗршыв воинӗсен ҫемйисен комитечӗ" регионти уйрӑмӗ уҫӑлнă

Владимир Путин пуҫарнипе йӗркеленӗ комитета патшалӑх тата общество пӗрлешӗвӗсен ӗҫне координацилеме йӗркеленӗ.

Пушкӑртра "Тӑван çӗршыв воинӗсен ҫемйисен комитечӗ" регионти уйрӑмӗ уҫӑлнă
Пушкӑртра "Тӑван çӗршыв воинӗсен ҫемйисен комитечӗ" регионти уйрӑмӗ уҫӑлнă

Апрелӗн 13-мӗшӗнче Уфара "Тӑван çӗршыв воинӗсен ҫемйисен комитечӗ" АНО регионти уйрӑмӗн пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ.

Владимир Путин пуҫарнипе йӗркеленӗ комитета патшалӑх тата общество пӗрлешӗвӗсен ӗҫне координацилеме йӗркеленӗ.

Канашлӑва Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертӳҫи Максим Забелин ирттернӗ, вӑл Радий Хабиров СВОри ҫынсене кирлӗ таран пулӑшу пама, ҫӗнӗ комитет ку ӗҫе координацилеме тата йӗркелеме тӗллев лартни ҫинчен пӗлтернӗ.

– Пирӗн команда вӑйлӑ, опыт та пур. Пирӗн республикӑра пур пуҫарусене те пурнӑҫлама ҫӑмӑлтарах пуласса шанатӑп, - палӑртнă Максим Забелин. – Пирӗн пӗрлехи тӗллев - ҫапӑҫӑва хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене пулӑшасси.

Республикӑри организацин филиалне хастар офицерӑн мӑшӑрӗ Эльвира Мацкевич ертсе пырĕ, вӑл республикӑри хуласемпе районсене тухса ҫӳреме, СВОна хутшӑнакансен ҫемйисен членӗсемпе тӗл пулма палӑртса хуни ҫинчен каласа панӑ.

Максим Забелин çӗршыв профильлӗ ведомствисемпе  Тӑван çӗршыв воинӗсен ҫемйисен комитечӗ хушшинчи килӗшӳсене хатӗрлеме хушнă.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-04-13/v-bashkirii-otkrylos-regionalnoe-otdelenie-komiteta-semey-voinov-otechestva-3218823

 

Пушкӑртра "Тӑван çӗршыв воинӗсен ҫемйисен комитечӗ" регионти уйрӑмӗ уҫӑлнă
Пушкӑртра "Тӑван çӗршыв воинӗсен ҫемйисен комитечӗ" регионти уйрӑмӗ уҫӑлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: