Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Апрелӗн 2023, 11:32

Унăн пурнăçĕ - ырă тĕслĕх

МВД ветеранӗ Леонид Петров тӑван район ырлӑхӗшӗн 25 ҫул ытла кӑлтӑксӑр службӑра тӑнӑ.

Унăн пурнăçĕ - ырă тĕслĕх
Унăн пурнăçĕ - ырă тĕслĕх

МВД ветеранӗ Леонид Петров тӑван район ырлӑхӗшӗн 25 ҫул ытла кӑлтӑксӑр службӑра тӑнӑ.
Аслӑ ӑру ӑслӑлӑхӗпе ҫамрӑксен пуҫарулӑхӗ — ҫак ӑнланусем МВД служащийӗсемпе уйрӑлми ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Опытпа пӗлӳ, ҫавӑн пекех ветерансене ҫӗнӗ ҫынсемпе уйӑракан хаклӑ рекомендацисем пысӑк ыйтусене оперативлӑ та тухӑҫлӑ татса пама май параҫҫӗ.
Ҫарта службӑра тӑнӑ хыҫҫӑн Леонид Александрович Петров Пишпÿлекри РОВДра оперативлӑ дежурнӑйăн помощникӗ пулса милици кӗҫӗн сержанчӗ званинче пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. 1994-1997 ҫулсенче Пишпÿлекри вӑхӑтлӑх изоляторта сыхлавпа конвой службин начальникӗн заместителӗ пулнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен 2000 ҫулта Пишпÿлек РОВДин ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗ пулса ӗҫленӗ. Чыслă службӑшӑн тата хӑйӗн ӗҫне яваплӑ пурнӑҫланӑшӑн Леонид Александровича виҫӗ степеньлӗ медальсемпе, "Милици отличникӗ" кӑкӑр ҫинчи паллӑпа тата виҫӗ юбилей медалӗсемпе наградӑланӑ, Хисеплӗ грамотӑсемпе Тав ҫырӑвӗсем те питӗ нумай.
— Милицинче пурнӑҫăн 25 ытла ҫул право йӗркине сыхласа иртрĕ, 2000 ҫулта пенсие тухрăм. Тивӗҫлӗ канура алла усса лармарӑм, Раҫҫей Перекет банкĕнче кассӑллӑ операцисен, инкассацисен тата хӑрушсӑрлӑх секторӗн инкассаторӗн должноҫне ӗҫе вырнаҫрӑм, - хӑйӗн служба биографийӗпе малалла паллаштарать Леонид Александрович.
Ҫакӑн пек ансат та канӑҫсӑр ӗҫре ҫывӑх ҫыннăн тӗрĕвĕпе пулӑшăвĕ кирлӗ. Леонид Александровичшӑн çавăн пек çынни унӑн мӑшӑрӗ Лариса Вячеславовна, 37 ҫул Пишпÿлекри тĕп район больницинче анлă профильлӗ медицина сестри пулса ӗҫленӗскер, шутланать. Мӑшӑрсем икӗ ывӑлпа хӗр ҫитӗнтернӗ. Вӗсем тивӗҫлӗ ҫынсем пулнă. Паян вӗсен тӑхӑр мӑнук. Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн пур ырӑ ӗҫе те чун-чӗререн хутшӑнаççĕ вĕсем. Вĕсем пĕрре те сӳрӗк пулман, "Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акцие хастар хутшӑнаççĕ. Милĕк çыхса хатĕрленĕ, массеть тума валли материал мĕн чухлĕ хатĕрленĕ.
Кирек мӗнле ят пулсан та (милиционер е полицейски), право хуралӗн сотрудникӗсем яланах постра, граждансен йӗркелӗхӗпе лӑпкӑлӑхне сыхласа тӑраҫҫӗ. МВД ветеранӗсем вара - чăн-чăн тӗслӗх.
Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Петровсен çемье архивĕнчен.

 

 

Унăн пурнăçĕ - ырă тĕслĕх
Унăн пурнăçĕ - ырă тĕслĕх
Унăн пурнăçĕ - ырă тĕслĕх
Унăн пурнăçĕ - ырă тĕслĕх
Унăн пурнăçĕ - ырă тĕслĕх
Унăн пурнăçĕ - ырă тĕслĕх
Унăн пурнăçĕ - ырă тĕслĕх
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: