Финанс омбудсменӗн пулӑшӑвӗ финанс организацийӗпе тавлашуллӑ лару-тӑру сиксе тухсан кирлӗ пулма пултарать. Специалист ыйтӑва йӗркелеме тата суда чӗнме пулӑшать. Граждансем тӳлевсӗр чӗнсе илме пултараҫҫӗ: страхлав компанийӗ, банк, микрофинанс организацийӗ, кредит потребитель кооперативӗ, патшалӑх пенси фончӗ, ломбард. Финанс омбудсменне пӑхса тухма май пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме официаллӑ сайтра юрать. Чӗнме Пушкӑрт МФЦ кирек хӑш уйрӑмне те каймалла. Ӑна пӑхса тухмалли срок 15 ӗҫ кунӗ шутланать. Финанс уполномоченнӑйӗн решенийӗ финанс организацине пурнӑҫлама кирлӗ. Палӑртатпӑр, финанс омбудсмен влаҫ органӗсене, организацисене тата должноҫри ҫынсене пӑхмасӑрах ӗҫлет. Аса илтеретпӗр, Пушкӑрт Республики апрель уйӑхӗнчен пуҫласа МФЦ финанс уполномоченнӑйне чӗнсе калакан пилӗк регион шутне кӗнӗ. "Пилот" тестированин пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Раҫҫейри пур регионсене те проект витĕмне анлӑлатасси ҫинчен йышӑну тӑвӗҫ.